Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
23 Кӑрлач 2020, 11:38

Нихăçан та юратман…(2)

(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 22-мĕшĕнче).

Хăйĕн япалисене пуçтаракан упăшки çине пăхса тата нумай-нумай тĕслĕх Катя куçĕ умĕнче мĕлтлетсе иртрĕ. Пăхрĕ те сасартăк ахăлтатса ячĕ. Аякран чикме пуçличченех кулчĕ. Кулăш куççульне шăлчĕ. Вешалка çинчи плащне илсе тăхăнчĕ те куçне чарса пăрахнă упăшкине: «Çăраççине сĕтел çине хурса хăвар. Эпĕ Кирюша патне садике кайрăм», — тесе тĕттĕм подьезда тухса вирхĕнчĕ.
Юратман-çке вăл. Мĕнех, юратманни мĕнне пĕлет халĕ Катя. Малашне юрату шырĕ!
Валера тепĕр уйăхран килчĕ: «Пуçа шуйттан арпаштарчĕ. Каçар, сана кăна юрататăп. Сирĕнсĕр пурăнаймастăп». Анчах Катя ултава каçараймасть. Кун пеккине, ятарласа тунине, пушшех те. Ÿсĕрле ăнсăртран кÿрентернĕ, кайран ÿкĕннипе хăйне валли вырăн тупайманни — пĕрре. Çулталăка яхăн çемьерен вăрттăн тара-тара çÿрени… Çук! Вăл вĕт ăна, Катьăна, нихăçан та юратман та-çке.
(Малалли пулать).
Читайте нас: