Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
27 Кӑрлач 2020, 14:17

Нихăçан та юратман…(3)

(Малалли. Пуçламăшĕ январĕн 22, 23-мĕшĕсенче)

Тĕлĕнмелле те, çак уйăхра Катя улшăнчĕ, илемленчĕ, мĕн-пур йывăрлăхран хăтăлчĕ тейĕн. Валерăн урăххи пуррине вăл туйман ман, анчах ăшĕнче ăна яланах тÿрре кăларнă. Çакă чуна питĕ пусаратчĕ, ирĕклĕн сывлама памастчĕ. Вăл тухса кайсан сывлăш кĕчĕ тейĕн. Юратас килчĕ! Катя урам тăрăх йăл кулăпа çиçсе утрĕ, арçынсем ун çине çаврăна-çаврăна пăхрĕç. Ĕнер вара пĕри чăтаймарĕ:
— Йăл куллăр питĕ хитре. Телейлĕ çын пулни тÿрех курăнать. Упăшка юратать ĕнтĕ сана! — терĕ.
— Упăшка çук çав манăн, — кулчĕ Катя. — Уйăх каялла пăрахрĕ, урăххи патне кайрĕ.
— Чăн-чăн ухмах!
— Çук. Вăл мана нихăçан та юратман.
— Юрату çинчен калаçар-и? Эсир васкатăр-и? — сĕнчĕ арçын.
— Кофĕпе хăналатăр пулсан килĕшетĕп, — сăпайланмасăр ыйтрĕ Катя.
— Килĕшмелле! Эсир мана кулса кăтартатăр-и?
Вĕсем пĕр-пĕрне пÿле-пÿле, кулса-шÿтлесе пĕр сехет ытла кафере калаçса ларчĕç. Михаил арăмĕ вилнĕ хыççăн икĕ хĕрне пĕчченех ÿстерет иккен. Çĕнĕрен çакăн пек кулма пултарнине вăл пĕр сехет каялла кăна-ха ĕненмен. Паянах вĕсем ачасемпе Çĕнĕ çул юмахĕ курма кайма калаçса татăлчĕç. Кунта вара Валера хăйĕн юрату пулман юратăвĕпе тупăнчĕ…
АЛИСА.
«Çамрăксен хаçачĕ».
Читайте нас: