Вăл нимех те илместчĕ. Хутран-ситрен тушенкăпа çăкăр кăна. Хăй вара çатми-çатмипе çиетчĕ. Укçа ыйтсанах каламалли тупатчĕ: машинăшăн кредит тÿленĕ, урапа туяннă, бензинпа пирус валлиллĕх кăна юлнă имĕш. Урăх ĕçе куçса пысăкрах шалу илме шантарса пурăнчĕ.
Унран уйрăлма шухăшларăм. Эпĕ 29 çултаччĕ ĕнтĕ. Ача çуратас килчĕ. Шăпах çакă мана ун çумĕнче тытса тăчĕ те. «Пепке тăвар-и?» — тесен хаваспах килĕшрĕ. Тÿрех хырăм юлчĕ. Уйăх хушши килмелли кунччен маларах тест илсе тĕрĕслерĕм: хырăм юлни — 1—2 эрне. Кун пирки ăна каласан тĕлĕнчĕ. «Мĕнле питĕ хăвăрт? Хамăршăн пурăнса та юлаймарăмăр. Çынсем 1—2 çул тăрăшаççĕ — нимĕн те пулмасть», — тесе кăмăлсăрланчĕ, хырăм пăрахма каларĕ. Тепĕр çултан та ĕлкĕретпĕр имĕш. Вăл 30 çултаччĕ ун чухне. Çапла шухăшласа ача тума мĕншĕн килĕшмеллеччĕ? Ку сăмахсене илтнĕ хыççăн ăна килтен кăларса ятăм, аякалла ăсатрăм.