Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
3 Нарӑсӑн 2020, 10:49

Пурнăçăмран кăларса перес килет (2)

(Пуçламăшĕ январĕн 30-мĕшĕнчи страницăра).

Тепĕр эрнерен каçару ыйтма килчĕ. Ача кирлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Икĕ уйăхран каçартăм, каллех пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Пепке çут тĕнчене килессе иксĕмĕр пĕрле кĕтрĕмĕр. Пулас ашшĕ хырăмран вĕçĕм чуптусах тăчĕ, варти ачапа калаçрĕ. Эпĕ япаласем туянтăм, кравать, кÿме илтĕм. Пĕтĕмпех хамăн укçапа. «Эсĕ ачу валли мĕн те пулин илме шухăшлатăн-и?» — ыйтрăм чăтаймасăр. Унăн пĕр хурав — укçа çук. Ача çураличчен икĕ уйăх маларах уйрăлтăмăр. «Укçа-тенкĕне ача çине тăкаклăп, сана тек усрамастăп», — тесе ăсатрăм.
Хĕрача çуралчĕ. Больницăран илсе тухнă чухне ачан ашшĕ хăйĕн амăшĕпе, тăвансем килчĕç. Ман енчисем парнесем, укçа пачĕç. Вĕсем вара виçĕ кĕлчечек тыттарнипех çырлахрĕç. Арçын пирĕнпе пĕрле пурăнтарма ÿкĕтлерĕ. Хирĕçлерĕм. Хĕрĕме хам çине çыртартăм та савăнса пурăнатăп. Пепкеме юрататăп, атте-анне пулăшать, ĕçрен пособи илетĕп. Кĕçех тĕпренчĕкĕм çулталăк тултарать. Ашшĕ çак таранччен нимĕн те илсе паман. Хăйĕн амăшĕ парса янă алсиш /вăл та пулин тăхăннăскер/ йăтса килчĕ. Укçа та, теттесем те курман унран. Малтанхи кунсенче пĕр сехетлĕхе вĕçĕмех пыратчĕ, ачапа вылятчĕ.
(Малалли пулать).
Читайте нас: