Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
4 Нарӑсӑн 2020, 11:26

Пурнăçăмран кăларса перес килет (3)

(Пуçламăшĕ январĕн 30-мĕшĕнчи, февралĕн 3-мĕшĕнчи страницăсенче).

«Мĕн те пулин çимелли пур-и?» — çапла ыйтманни пулман-тăр. Мана ку йăлăхтарчĕ: хăçан килес тет, çавăн чухне пырать, яланах пушă алăпа. Мĕн илсе килмелле тесе те кăсăкланмасть. Çимелли вара кашнинче ыйтать, холодильнике хăйĕн килĕнчи пек уçса пăхать.
Виçĕ уйăх каялла хваттере улăштарса урăх çĕре куçса кайрăм. Вăл пĕрмаях ачан сăн ÿкерчĕкне ярса пама ыйтрĕ, видеоçыхăнупа калаçма ÿкĕтлерĕ. Килĕшмерĕм. Çĕнĕ çул ячĕпе те пулин ачана икĕ пин тенкĕ ярса пама каларăм. Шалу та илнĕ вăл, аванс та… Паллах, нимĕн те кĕтсе илеймерĕмĕр.
Çынсенчен илтнĕ тăрăх, вăл ача ашшĕ пулнине ĕнентересшĕн çÿрет. Эпĕ хирĕç. Ăçта та пулин каяс пулсан та унран ирĕк ыйтмалла пулать вĕт капла. Официаллă вăл 11400 тенкĕ ĕçлесе илет. Алимент шырасан та 3000 тенкĕрен ытла памĕç. Унăн вак-тĕвек укçи мана кирлĕ те мар.
Эсир мĕнле шухăшлатăр, ачана ашшĕне курма чарса тĕрĕс тăватăп-и эпĕ? Эпĕ ăна ашшĕ вырăнне хумастăп тĕрĕссипе каласан. Вăл унăн пурнăçĕнче çук. Тепĕр ыйту: ашшĕ пулнине ĕнентерме суда парсан эпĕ хирĕçлеме пултаратăп-и?
Мĕнле çын пулнине пĕлсе тăрсах унран ача çуратрăм. Мĕн ыйтрăм, çавă пурнăçланчĕ. Çавăнпа вăл пулăшманшăн ÿпкелешместĕп. Хама валли çуратрăм, куншăн пĕртте ÿкĕнместĕп. Унăн тăванĕсем «ачана ашшĕсĕр ан хăвар» тесе йăлăхтарчĕç. Манăн вара ăна пурнăçăмран кăларса перес килет.
М.
«Çамрăксен хаçачĕ».
Читайте нас: