«Сарă чĕппĕм кунĕпе чупса ĕшенчĕ пуль. Ыран та кун пулĕ, хĕвел питтинче чупса савăнмашкăн вăй пухмалла, çывăрмалла», — пăшăлтататчĕ аннеçĕм. Йăмăкăм ăна ыталаса çывăрса каятчĕ. Оксана манран тăватă çул кĕçĕн. Ăна питĕ юрататтăм. Тÿпе пек сенкер куçлăскер йĕрмĕшме пуçласанах утьăкка сиктереттĕм. Аслисем Оксанăна манпа хăварма шикленместчĕç. Синкерлĕ пулăм пурнăçăма тÿнтер çавăрчĕ.
Эпĕ 6-ри ачаччĕ. Колхозра ĕçлекен атте хаяррине тиркеместчĕ. Анне хĕрĕнкĕ таврăннăшăн вăрçатчĕ-ха та… Пĕр ирхине кÿршĕ чупса çитрĕ те хумханса темĕскер пĕлтерчĕ. Анне аллинчи турилкке урайне ÿксе арканчĕ. Унтан саппунне салтмасăрах урама чупса тухрĕ. Темĕскер хăрушши пулнине тавçăртăм. Ял çыннисем аттене йăтса кĕчĕç. Вăл пачах хускалмарĕ. «Ÿсĕр пулнă. Тракторĕпе çырмана тÿннĕ», — пăшăлтатрĕç кинемейсем. Оксанăпа иксĕмĕр пĕр кĕтесре тăлăххăн лартăмăр. Анне атте кăкăрĕ çине ÿксе ÿлесе макăрчĕ. Пĕчĕк чĕрем чăтаймарĕ. Сиксе тăтăм та ăна ыталаса лăплантарас тесе аллăмсене тăсрăм. Вăл мана хăйĕнчен тĕксе ячĕ. Эпĕ такăнса ÿкрĕм. Куççуле тытса чараймарăм.