Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
7 Нарӑсӑн 2020, 11:36

Хÿхĕм пулса ÿсеймерĕм (2)

(Пуçламăшĕ февралĕн 6-мĕшĕнчи страницăра).

Анне ялта пурăнас темерĕ, район центрне пурăнма куçрăмăр. Çĕнĕ вырăнта вăл мăшăр шырарĕ. Пире час-часах кукамай патне леçрĕ. Аттене аса илсе тунсăхлаттăм. Вăл пур чухне лăпкă пурăнаттăмăр. Анне манпа кăсăкланмарĕ. Уншăн Оксана пĕлтерĕшлĕрехчĕ. Ăна нихăçан вăрçмастчĕ, айăпламастчĕ. Куçăм тапхăрĕнче шăппăн чăтса лармастăм. Кÿрентерсен алăка шалт! хупса тухса утаттăм. Икĕ-виçе кун киле таврăнмастăм. Тăванăмсем маншăн кулянмастчĕç те. «Хă! Килти выльăх килех таврăнать», — тетчĕ кукамай. Шăла çыртса чăтма тиврĕ. Мана курайманнин сăлтавне тавçăраттăм — сăнран эпĕ каснă-лартнă аттеччĕ. Анне пек хÿхĕм пулса ÿсеймерĕм çав. Çемьере пĕр пукане пурри те çителĕклĕ. Оксана çÿçне кăтралатмасăр, пит-куçне илемлетмесĕр урама тухмарĕ. Каччăсем унран хăпмарĕç. Маншăн вĕренÿ пĕлтерĕшлĕрех пулчĕ. Çак шурлăхран тухас килчĕ. Анне эпĕ мĕнле вĕреннине, кам пулас шухăшлине те ыйтмарĕ. Аслă хĕрĕ çук та тейĕн.
(Малалли пулать).
Читайте нас: