Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
10 Нарӑсӑн 2020, 11:10

Хÿхĕм пулса ÿсеймерĕм (3)

(Пуçламăшĕ февралĕн 6, 7-мĕшĕнчи страницăсенче).

Аттестат илсенех хулана вĕçтертĕм, экономиста вĕренме кĕтĕмех. Анне савăнмарĕ. «Маттур», — тесе хавхалантарас вырăнне: «Укçа парасса ан кĕт! Хăвах ĕçлесе илме пултарăн», — терĕ. Оксана та ман хута кĕмерĕ.
Ман çул çинче ырă çынсем нумай пулчĕç. Атте вĕсене ман тĕле пултарчĕ-ши? Выçса вилмерĕм. Кĕрпе туянса пăтă пĕçермелĕх те укçа çук чухне сĕтел çинче çăкăр татăкĕ пулнă. Общежитире пĕр пÿлĕмре пурăнакан хĕр тусăм кафене е ресторана ĕçе вырнаçма сĕнчĕ — унта виçă вилмĕн. Çапла турăм та. Преподавательсем те ĕçлекен студентсене тÿрех асăрхатчĕç. Лекцисенче çывăрса каяс мар тесе анаслаттăм. Тăваттăмĕш курса çитсен куратор пулăшнипех пĕчĕк организацие ĕçлеме вырнаçрăм. Пĕрремĕш шалу илсенех кучченеç туянтăм та тăванăмсем патне васкарăм.
Анне темиçе çул курман хĕрне сиввĕн кĕтсе илчĕ. Пуç тÿпинчен ура тупанне çити тимлĕ сăнарĕ. Ман çинчи пальто çÿхелнĕччĕ, пушмак та виçĕм çул туянниччĕ. Эпĕ кĕтнĕ хăна пулаймарăм. Вырăн çинчен тăрайман кукамай та епле тата ăçта пурăннине ыйтса пĕлмерĕ. Оксана çĕрле çеç таврăнчĕ. Мана курсанах унăн куçĕ савăнăçпа çуталнăн туйăнчĕ. Вăл тата илемленнĕ. Кĕске кĕпе тăхăннăскер каччăпа çÿренине тавçăртăм. Çывăрмалли вăхăт çитсен урайне матрас ывăтрĕç. Хăнана çемçе тÿшек çине вырттараканччĕ. Манăн тăвансенчен унашкаллине кĕтсе илеймĕн. Çĕрĕпе те куç хупаймарăм. Ирхине сĕтел хушшине ларма сĕнмерĕç. Ку çуртран часрах тухса тарас килчĕ. Эпĕ вĕсемшĕн ют пулнине ăнлантăм. Оксана та манпа ытлашши сăмахламарĕ. Шкултан вĕренсе тухаканскер часах качча тухассине çеç систерчĕ.
Пусăрăнчăк кăмăлпа тухса утрăм. Вокзала çити ăсатакан пулмарĕ. Çав кунран пуçласа тăванăмсене аса илмерĕм. Эпĕ вĕсемшĕн ют. Малашне хамăн вăя çеç шантăм. Кăшт ура çине тăрсанах общежитире пÿлĕм туянтăм. Чÿрече хушăкĕнчен çил вĕретчĕ. Куçсанах ăна улăштарма шут тытрăм, рабочие чĕнтĕм. Каччă ĕçе хăвăртах вĕçлерĕ, анчах сыв пуллашма васкамарĕ. Сĕтел-пукан куçарма пулăшрĕ, чей ĕçрĕ. Тухса каяс умĕн телефон номере ыйтса пĕлчĕ, тĕл пулăва чĕнчĕ.
(Малалли пулать).
Читайте нас: