Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
11 Нарӑсӑн 2020, 11:21

Хÿхĕм пулса ÿсеймерĕм (4)

(Пуçламăшĕ февралĕн 6, 7, 10-мĕшĕнчи страницăсенче).

Олег ача çуртĕнче ÿснĕ. Тăван ашшĕ-амăшне ас тумасть. Уçă кăмăллăскер ылтăн алăллăччĕ. Хваттерсенче юсав ĕçĕсем тăваканскер укçасăр çÿреместчĕ. Хăйне шаннă ĕçе ялан пурнăçлатчĕ. Ăна килĕштертĕм. Каччăсемпе сăмахламан пулин те унпа юнашар лăпкăччĕ. Олег ыттисем пек каппайланса, мухтанса çÿремерĕ. Пысăк çемье пирки ĕмтленнине пытармарĕ. Каччă манăн тăвансем пирки пĕлесшĕн пулчĕ. Вĕсем çук терĕм. Ăна улталанă тесе шухăшламастăп. Олега аннепе йăмăкпа паллаштарнин уссине курмарăм. Киле кĕме те сĕнмесен савни умĕнче намăсланма тивĕ. Анне мана тĕрев парас çук.
Эпир çур çултанах çемье çавăртăмăр. Аслă ывăлăм кĕттермерĕ. Тĕнчери чи лайăх анне пулас килчĕ. Кольăшăн эпĕ тем тума та хатĕрччĕ. Олег та чи маттур ашшĕ пулма тăрăшрĕ. Упăшка ĕçе вĕçлесенех киле васкарĕ, ывăлне сăпкана хумасăр алăра йăтса çÿрерĕ. Пирĕн çемьере лăпкăччĕ. Эпĕ мĕн пурришĕн савăнтăм. Хваттере куçрăмăр. Упăшка хăй аллипех юсав ĕçĕсем турĕ. Часах иккĕмĕшне кĕтнине пĕлтĕм. Хĕр пĕрчи пулассине пĕлсен Коля тумтирне сутма шут тытрăм, интернетра пĕлтерÿ вырнаçтартăм. Пĕр хĕр шăнкăравласа туянас шухăшне палăртрĕ. Алăка уçрăм та — Оксана тăрать. Пĕлтерÿпе шăнкăравлаканĕ вăл пулнă. Йăмăка хваттере иртме сĕнмерĕм. Ытлашши сăмахламасăрах сыв пуллашрăм.
Эрнерен алăка шаккарĕç. Хваттере Оксанăпа анне кĕрсе тăчĕç. Кукамăшĕ Кольăна шăккалат тыттарчĕ. Хайхискерсем упăшка пирки ыйтса пĕлчĕç, хваттере сăнарĕç. «Лайăх вырнаçнă эсĕ. Пире те манмалла мар, пулăшмалла», — терĕ анне. Темиçе çул ман пирки аса илменскер çапла калани тарăхтарчĕ. Олега вĕсем пирки пĕлтерме тиврĕ. Упăшка манăн тăвансем пурришĕн савăнчĕ, вĕсене кĕтрĕ.
(Малалли пулать).
Читайте нас: