Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
12 Нарӑсӑн 2020, 11:49

Хÿхĕм пулса ÿсеймерĕм (5)

(Пуçламăшĕ февралĕн 6, 7, 10, 11-мĕшĕнчи страницăсенче).

Ку тĕлпулу чи йывăррисенчен пĕри пулчĕ. Аннепе йăмăк йăпăлтатса çÿрерĕç. Такамран ача кĕтекен Оксанăн хваттерĕ юхăннă иккен, чÿречисене улăштармалла, штукатурка тумалла, плитка хумалла… Олег пулăшма килĕшрĕ. Хăйĕн сăмахне тытрĕ. Икĕ эрне Оксана патĕнче ĕçлерĕ. Тăванăмсем унăн ĕçне хаклама пĕлмерĕç. Вĕсем Олегран кулнине туятăп. Çакна ăнлантарма тăрăшрăм. Упăшка манăн сăмахсене хăлхана чикмест. Унăн куçне епле уçмалла-ши? Аннепе йăмăк пирĕнтен хăпмĕç. Чеескерсем упăшкан ырă кăмăлĕпе усă кураççĕ. Олег çакна ăнланмасть. Вĕсем пирки япăх калаçнине илтесшĕн мар вăл. «Аннÿ пурришĕн савăн», — терĕ вăл. Маншăн ют пулса тăнăскере «анне» тесе чĕнме чĕлхе çаврăнмасть.
ВЕНЕРА.
«Çамрăксен хаçачĕ».
Читайте нас: