Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
14 Октябрӗн 2021, 09:01

Ангелина Павловскаян кĕнекине сÿтсе явнă

«Варкӑш» литература клубӗнче «Атте сасси» кĕнекене сӳтсе явнă.  Хайлаври сăнарсемпе ĕçсене тишкернĕ май тавлашмалли те, тиркемелли те, мухтамалли те тупăннă.

Ангелина Павловскаян кĕнекине сÿтсе явнă
Ангелина Павловскаян кĕнекине сÿтсе явнă

«Варкӑш» литература клубӗнче «Атте сасси» кĕнекене сӳтсе явнă.

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлӗ тӗлпулӑвĕ иртрӗ. Чăвашла вулама юратакансем хальхинче Ангелина Павловскаян «Атте сасси» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Паллă прозаикăн романĕ Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал кун çути курнă.
Пухăннисем калаçăва хастар хутшăнчĕç. Хайлаври сăнарсемпе ĕçсене тишкернĕ май тавлашмалли те, тиркемелли те, мухтамалли те тупăнчĕ. Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Галина Антонова халиччен Ангелина Павловскаян пилĕк кĕнекине пичете хатĕрленĕ. «Атте сасси» романăн редакторĕ те вăлах. Çавăнпа малтан ăна сăмах пачĕç. Галина Алексеевна алçырупа еплерех ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
– Эпĕ Ангелина Ивановнăн ĕç мехелне – вăл сюжет йĕрне мĕнле йĕркеленине, сăнарсене еплерех сăнласа панине – ăнланса çитрĕм ĕнтĕ. Произведенире геройсен ĕç-хĕлне кăна çутатса пани çителĕксĕр, вĕсем пурăнакан саманана та тимлĕх уйăрмалла. «Атте сасси» романра çакă ÿкерĕнсе юлнă темелле: рынок самани пуçланнă хыççăн чăваш ялĕ палламалла мар улшăнни, малта пынă колхоза салатса яни, «выльăх хули» тесе ят панă фермăсем юхăнни, Славаш çамрăкĕсем ырă пурнăç шыраса çĕршыв тăрăх саланни, суту-илÿре хăйсене шырани… Кил-йыш ыйтăвĕсене те хускатать автор. Çемье арканасси çамрăксем унта-кунта тухса кайнипе те çыхăннă. Романри тĕп сăнар Асамат Аньăпа уйрăлать. Çыравçă ăна пĕр ялта ÿснĕ Настьăпа пĕрлештерет. Анчах вĕсен тавра курăмĕ пач расна. Пĕрле пулмалли çынсемех-ши вĕсем? Ман шутпа, çемье арканни çинчен çырнă чухне геройсен шалти культурине те кăтартса памалла, – терĕ Галина Алексеевна.
Ольга Австрийская çамрăк çыравçă çуллахи вăхăтра Ангелина Павловскаян пултарулăхĕпе çывăхрах паллашнине, унăн «Вĕрене шывĕ те пылак» романăн виçĕ кĕнекине, «Сапаскар хĕрне», «Саланнă кĕлтине» вуласа тухнине пĕлтерчĕ. «Атте сассине» те хăвăртах шĕкĕлчесе тухнă.
– Произведенире асар-писер сюжет кĕтменлĕхĕсем çук темелле. Ĕç-пуç майĕпен-ерипен черетленсе аталанса пырать. Лăпкă шыв юххи пек. Автор хăйĕн пурнăçĕнче мĕн курни-илтнине тĕпе хурса çырнăн туйăнать… Тен, çавна пулах романри сăнарсем хамăр хушăри çынсем пекех – кашнин хăйĕн хуйхи-пăшăрханăвĕ, телейĕ-савăнăçĕ. Пархатарлă е пур енĕпе те сивлек-тискер герой çук кунта, кашнин хăйĕн çитменлĕхĕ-çылăхĕ, – палăртрĕ Ольга.
Черетлӗ ларура (чÿк уйӑхӗнче) Лидия Саринен «Шур пĕркенчĕк» кӗнекине сӳтсе явма йышăнчĕç. Вăл та Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал тухнă.

Ангелина Павловскаян кĕнекине сÿтсе явнă
Ангелина Павловскаян кĕнекине сÿтсе явнă
Ангелина Павловскаян кĕнекине сÿтсе явнă
Автор:
Читайте нас: