Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
7 Декабрӗн 2021, 11:21

Кăштах кулăш

Эпӗ хамăн кушакпа çынпа калаçнă пекех пуплетӗп.

Кăштах кулăш
Кăштах кулăш

Эпӗ хамăн кушакпа çынпа калаçнă пекех пуплетӗп. Вăл этем пурнăçне те ăналана пуçларӗ ахăр. Мяуклатма та пăрахрӗ. Халӗ вăл кăларакан сасăсем ытларах намăссăр сăмахсене аса илтереççӗ.

– Анне, эпӗ ӗнер ӳкрӗм те урана хытă ыраттартăм, – тет Чипер Маринене шкула çӳрекен хӗрӗ.
– Вара макăртăн пуль?
– Çук.
– Ай, маттур! Ма макăрмарăн вара?
– Ара, килте никам та çукчӗ те...
* * *
Чăнкă Мирун аппăшӗн ывăлне вӗрсе каламалли труба парнеленӗ. Темиçе кунран пиччӗшне тӗл пулсан ача:
– Пысăк тав сана, Мирун тете, мана труба парнеленӗшӗн! – тет.
– Сана труба çав тери килӗшрӗ-и? – тӗпчет Мирун.
– Килӗшмесӗр! – ăнлантарать ача. – Анне мана кăнтăрла трубапа каласа шав ан кăлар тесе 2 тенкӗ, атте каçпа ан выля тесе 5 тенкӗ тӳлет.

Сăнӳкерчӗкӗ: Надежда Лютерова .
http://suvargazeta.ru/

Кăштах кулăш
Кăштах кулăш
Автор:
Читайте нас: