Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
12 Кӑрлач 2022, 21:05

ЙĂЛĂНТАРМĂШ

Ача-пăча калавĕсем. И.Я.Яковлев.

ЙĂЛĂНТАРМĂШ
ЙĂЛĂНТАРМĂШ

Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.
Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:
- Мĕншĕн илместĕн тата кулачăна? - терĕ.
Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте мана панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:
- Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.
Йăмăксем вара манăн татăка çирĕç ячĕç. Кайран ыйтасчĕ - кулачă çук.
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать, тесе ахаль каламан çав ваттисем.

ЙĂЛĂНТАРМĂШ
ЙĂЛĂНТАРМĂШ
Автор:
Читайте нас: