Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
14 Кӑрлач 2022, 20:30

Ҫӑмламас тигр ҫулӗ

Вулакансен пултарулăхĕ.

Ҫӑмламас тигр ҫулӗ
Ҫӑмламас тигр ҫулӗ

Ырлӑхпа телей сунатпӑр,
Тӑванӑм сана.
Ҫӗнӗ ҫул юрри юрлар-ха,
Кала купӑсна.

Вӗлтӗр вӗлтӗр юр пӗрчи,
Вӗлкӗшсе ӳкет.
Сивӗ хаяр хӗл мучи,
Пите чӗпӗтет.

Ырлӑхпа пурлӑх сунатпӑр,
Чӗререн тӑван.
Тигр ҫулӗнче пӗрле,
Пурӑнар аван.

Ҫӗнӗ ҫул юррин илемӗ,
Купӑс кӗввинче.
Чун-чӗре вӗри хӗлхемӗ,
Пирӗн чунсенче.

Ҫӑмламас тигр хаваслӑ,
Тӗнчене ҫитрӗ хӑюллӑ.
Кӗтсе илтӗмӗр савса,
Пӗр-пӗрне телей сунса!

Илсе килчӗ савӑнӑҫ,
Чӗртрӗ чӗрере хӗлхем.
Ҫут телейлӗ пурӑнӑҫ,
Юрату парнелесем.

Ҫут телей ырлӑх тивлечӗ,
Килтӗр кашни ҫул.
Ҫӑмламас тигр ак, килчӗ,
Ҫитрӗ ҫӗнӗ ҫул!

✍Николай Еллин✍
❄01.01.2022❄
🐅Чӑваш Ен🐅

Ҫӑмламас тигр ҫулӗ
Ҫӑмламас тигр ҫулӗ
Автор:
Читайте нас: