

Пĕрре мана тырă вырнă вăхăтра чĕпĕ сыхлама хăварчĕç. Ун чух чĕпĕсем тухни виççĕмĕш кун анчахчĕ, çавăнпа вĕсене пÿртех хупса хăварчĕç.
Аттесем кайсан эпĕ чĕпĕсене çитере пуçларăм. Пирĕн пÿртре таракан пит нумайччĕ. Эпĕ чĕпĕсене таракан çитерес тесе сакка илтĕм те ăна урай çумне шакка пуçларăм. Шакканă чух тепле пĕр чĕппе сăмсинчен тиврĕ те чĕпĕ çаврăна пуçларĕ. Çаврăнсан-çаврăнсан кайрĕ ÿкрĕ те вилчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те чĕрĕлмĕ-и-ха тесе хĕвел ăшшине чÿрече çине хутăм. Хăранипе хамăн ниçта кайса кĕме çук чĕре çунать, нимĕн тăва пĕлмесĕр тула тухса кайрăм. Урамра ман юлташсем выляса çÿpeççĕ. Манăн выляс та килмест. Курăк çине лартăм та аттесене мĕн калăп-ши ĕнтĕ тесе тем пек хуйхăратăп, ларсан-ларсан çавăнтах йĕрсе те илетĕп тата хам. Ача ăсĕ çав, темĕн йĕмелли пур çав чĕпĕшĕн! Унтан пÿрте кĕтĕм те пăхăтап: хайхи чĕпĕ чÿрече çинче лара парать. Чĕрĕлнĕ ку, ăш çунтармăш! Эпĕ ана чÿрече çинчен илсе урайне ятăм та, ку амăшĕ патне чупса кайрĕ. Вара тин манăн чĕре лăпланчĕ.
Каçхине аттесем вырмаран таврăнчĕç. Эпĕ мĕн пулнине вĕсене вал каçах каласа кăтартаймарăм, пĕр-икĕ эрне иртсен тин каларăм. Аттесем вара кулса каларĕç:
- Ку айван мĕнпур чĕппе вĕлерсе пĕтерĕ, - терĕç. Çавăнтан кайран эпĕ чĕпĕсене алла тытма та хăраттăм.