-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Лидия Ковалюк | Сăвă |
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Вăл ĕлĕкхи те, вăл хальхи,
Асаттесем унпа калаçнă.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Вăл нимĕнрен те чи пахи.
Тавлашнă унпала, çураçнă
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Чĕре юрри, хайлав юххи,
Ман юнăм та ман тус-юлташăм.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Чăваш эрешĕ те тĕрри.
Унра пурнать чăваш малашĕ.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Çирĕплетет вăл пĕрлĕхе.
Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех упрантăр.
Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи,
Хушса пырса хĕрӳлĕхе,
Чăваш вăрманĕ пек хунатăр!
Чăваш халăх сайтĕнчен.