Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
23 Кӑрлач 2022, 17:58

Уçăлма тухнă шăши çури

Ача-пăча калавĕсем. И.Я.Яковлев.

Уçăлма тухнă шăши  çури
Уçăлма тухнă шăши çури

Ача-пăча калавĕсем. И.Я.Яковлев.
Пĕр шăши çури шăтăкĕнчен уçăлса çÿреме тухнă тет. Çÿресен-çуресен вăл амăшĕ патне таврăнчĕ те çапла каларĕ тет:
-Ах, анне, эпĕ икĕ кайăк куртăм-çке! Пĕри пит аван, тепри тискертен те тискер ĕнтĕ!
-Мĕнле кайăксем вĕсем апла?- тесе ыйтрĕ тет амăшĕ.
-Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çÿрет-çке!.. Хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлеклĕ, сăмси кукăр! Эпĕ ун умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çÿлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕçке! Хăранипе ниçта кайса кĕре пĕлмерĕм çав.
-Ара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мĕн апла тĕрлĕ хăрасси пур! Унăн пирĕн тĕлтен нимĕн усаллăхĕ те çук. Тата тепри мĕнлеччĕ?
-Тепри хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ. Вăл шурă мăйлă, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Хÿрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет, ман çине куçне пĕр илмесĕр ăшшăн пăхать.
- Эй, айван, айван!.. Ачам, вăл кушак аçи вĕт, - тесе каларĕ тет амăшĕ çурине.
- Вăт унтан хăрамалла, тармалла.

 

Уçăлма тухнă шăши  çури
Уçăлма тухнă шăши çури
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: