Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Литература кĕтесĕ
5 Мартӑн 2022, 07:00

Анне

Аркадий Ĕçхĕл

АннеАнне
Анне

Аркадий Ĕçхĕл
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен, Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-çке пирех,
Килте пуринчен те
Тăрать иртерех?
Кам ир вучах чĕртнĕ –
Апат пĕçерет,
Ĕне суса кĕнĕ –
Ăш сĕт ĕçтерет?
Е ăшă çи-пуçĕ-и
Тимлет сан валли?
Пĕр-пĕр инкек пулчĕ –
Сиплет кам алли?
Кам ыррăн, хавассăн
Пурне те пире,
Çапла лăш курмасăр,
Пăхса ÿстерет?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл – пирĕн телей-çке,
Вăл пирĕн анне!
Вăл кирек хăçан та
Чи çутă тивлет.
Анчах ман çакна та
Калассăм килет.
Хăш чух эпир темшĕн
Чĕресĕр пекех,
Çуратнă аннешĕн
Хыпмастпăр питех.
Анне таврăнать-и
Ĕç хыççăн хиртен,
Каллех тупăнать ун
Тем те пĕр килте.
Ик алăшăн – пин ĕç,
Вăл пĕр пушă мар.
Эпир ăна тивĕç
Куллен пулăшма.
Анчах та манатпăр
Çавна час-часах,
Ĕçрен пăрăнатпăр
Вăййа васкаса.
Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр
Тăвать хăй ĕçне –
Çуратнă аннемĕр,
Юратнă анне.
Пире вăл ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен, Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн.
Çак сăвă çĕклетĕр
Кашнин шухăшне:
Ача хисеплетĕр
Тăван амăшне!

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçран.

Анне
Анне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас