Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
29 Майӑн 2022, 17:06

Т Ĕ Р М Е Н Е Л А Р Т Р Ĕ Ç

Александр Григорьев. Хаваслă шÿтсем. 

Т Ĕ Р М Е Н Е    Л А Р Т Р Ĕ Ç
Т Ĕ Р М Е Н Е Л А Р Т Р Ĕ Ç

Хаваслă шÿтсем. Александр Григорьев
Ял урамĕ. Хуларан тăван яла курма килнĕ Прохăр çамрăк чух пĕрле ÿснĕ тусне Якура тĕл пулать.
Прохăр: Якур тусăм! Миçе çул санпа курса калаçманни. Ăçта çĕтсе
çухалса пурăнтăн?
Якур: Пĕр суймасăр каласа парам-и.
Прохăр: Суйнă ан пул.
Якур: Эпĕ вилĕмрен пĕр çынна çăлтăм.
Прохăр: Ан тĕлĕнтер. Мĕн калаçан,мĕнле майпа,хăçан кама çăлтăн?
Якур: Виçĕмçул пулчĕ ку. Çав кÿршĕри Сахруна вилĕмрен хăтартăм.
Мана вара куншăн тĕрмене кайса лартрĕç. Икĕ çул ларса
тухрăм вĕт.
Прохăр: Çынна çăлнăшăн тĕрмене лартаççĕ-и вара? Çынна çăлнăшăн
медаль параççĕ,чапа кăлараççĕ.
Якур: Эсĕ те пулсан манран ан кул. Кам мана медаль парĕ. Айăпларĕç
чул шутлама ячĕç.
Прохăр: Тĕпĕ -йĕрĕпе каласа пар -ха апла.
Якур: Кÿршĕри Сахруна хăвах пĕлетĕн,пите ĕçчен арçын. Картишĕ
выльăх -чĕрлĕх сассипе янраса тăрать. Икĕ ĕне,çичĕ качака,
сурăхĕсен шучĕ те çÿк,вуннăран та ытла пулĕ. Кĕркунне
выльăхĕсене пусать те аш-какай тăвать.
Прохăр: Сахрун ăçта хурса пĕтерет кун чул аша?
Якур: Хам та çăвна шутлаттăм çав. Пуснă выльăхне çенĕке çакса
тирпелесе хурать. Пуç çамкине пĕркелесе шутларăм та
Сахруна вĕрентсе илме шутларăм. Каç сĕмлĕхĕнче çак харам-
пырăн çенĕкне йăпшăнса кĕтĕм те пĕр сурăх тушшкине çурăм
çавăрса хурса киле вăш! анчах йăтса каçрăм.
Прохăр: Мĕн калаçан, мĕн калаçан, ку çаратни пулать çке. Çаратса
çынна çăлма пулать-и?
Якур: Мана каласа пĕтерме пар-ха малалла мĕн пулнине. Шутларăм
та тепĕр хоткă тума шутларăм ,пĕр сурăх тушкипех ма
çырлахса лармалла. Куннинче самаях йывăр тушкине çĕçĕпе
касса антартăм,пăшлата-пăшлата кил енелле сĕтĕретĕп. Хайхи
çурăм çинчи сурăх йăшăлтатса илнине туйрăм. Тĕлĕннипе
йывăрскерне алран вĕçертсе çерем çине хутăм.
-Мĕншĕн мана кунта пăрахрăн, мана пÿрте йăтса кĕр,кунта
ытла та сивĕ,- кĕчĕ хăлхана сасă. "Ара ,ку Сахрун сасси çке,
тĕлĕннипе тата хăраса ÿкнипе урасем лăштар турĕç,Сахрун
çумне тĕшĕрĕлсе ÿкрĕм. Сахрун мана тăна çухатнăскере
хăй пÿрте йатса кĕчĕ. Вăхăт пăртик иртсен хăйĕнпе мĕн пулса
каласа пачĕ. Сахрун арăмепе темĕншĕн хытах вăрçăннă иккен,
чăтаймасăр кÿренĕвне çакăнса вилме шутланă. Çакăнасса çа-
кăннă-ха, анчах турри ăна çăлса хăварнă. Мана çÿлти турă ăна
çăлса хăварма хушнă пек пулать кĕскен каласан. Эпĕ çăлман
пулсан арăме Марук тăлăха юлатчĕ вĕт,Сахрунĕ те пуçри
сĕрĕме иртсен хытах ÿкĕннĕ,арăмĕ умне ÿксе каçару ыйтнă.
"Темле шуйтансем хĕтĕртнипе"-пулнă иккен çакăнасси.
Мана вара айăпласа икĕ çуллăха тĕрмене хупрĕç.
Прохăр: Мĕн каласси пур,Якур тусăм. Сахрунĕ вара хăйне çăлнишĕн
мĕншĕн хÿтлев çырман -ха.
Якур: Кĕтсех тăр . Халĕ те выльăх чĕрлĕхне учченхинчен кая тытмасть.
Ух ! Харампыр.

Т Ĕ Р М Е Н Е    Л А Р Т Р Ĕ Ç
Т Ĕ Р М Е Н Е Л А Р Т Р Ĕ Ç
Автор:
Читайте нас: