Çутă çул
-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
23 Июлӗн 2022, 17:41

МАНĂÇМИ ТУТЛĂ КАÇ

Альбина ЮРАТУЭссе

МАНĂÇМИ ТУТЛĂ КАÇ
МАНĂÇМИ ТУТЛĂ КАÇ

Альбина ЮРАТУ
Эссе
Тата тепĕр каç яланлăхах ĕмĕрлĕхсен авăрĕнче çухалчĕ… Мĕнех тăвайăн? Ăна темле ăрăмласан та каялла тавăраймăн. Хурçăран ăсталанă серепе те пулăшаймĕ. Читлĕхе хупса хуни те усăсăр. Ах, турах… Тата тепĕр каç пурнăçăма кĕскетсе кун-çулăмран çĕтрĕ.
Пурнăçăмри тепĕр каç… Санпа ирттернĕ илĕртÿллĕ каç… Манăçми каç. Тутлă каç. Санпа пĕрле телей шерпетне антăхса кайиччен пĕр алтăртан ĕçнĕ каç. Ешĕл çулçă çинчен симĕс курăк çине шуса аннă сывлăм тумламĕ пекех туйăнчĕ вăл мана… Чун илемпе тулли, çав самантрах çĕр çумĕпе шап-шурă та сип-сивĕ юр пĕрчисене таçталла хăвалакан вичкĕн çил ман шăпапа хуçаланать тейĕн…
Тунсăх, çăра тунсăх, тĕнче пысăккăш тунсăх, тăхлан евĕр тунсăх ман ăшра, йĕри-таврара… Çупăрлать, пăвать, çăтать…
Пурнăçăмран тĕппипех çухалнă каç… Чунра пушă-пушă. Сутăн та илме çук çак ĕмĕрлехсен авăрĕнче çухалнă каçа каялла - тÿпе таран ылтăн купаласа хурсан та… Сутса та яма çук ăна - тинĕс анлăш мерчен тултарса парсан та. Вăл урăх санăн та, манăн та мар çак техĕмлĕ те тивлетлĕ каç. Вăл халь ĕмĕрлĕхĕн.
Çил çеç хуçа пурнăçăмра… Сивĕ çил. Вичкĕн çил. Тин çеç кăмака хутса ăшăтнă пÿртĕн чÿречисемпе алăкне яри уçса пăрăхнă пекех чунăмра. Тултан йăсăрланса кĕрекен сивĕ чун хĕлĕхĕсене шăнтса лартать. Тен, эпĕ тин çуса кайнă юр пĕркенчĕкĕпе витĕннĕ шап-шур улăх варринче çил ытамĕнче тăр-пĕччен енчен-енне сулланакан кăлкан???
Ах, çак каç урăх нихăçан та манăн пулаймĕ. Манăн çеç мар, санăн та пулаймĕ вăл…
Те çил аякран хăваласа килнĕ пĕлĕтсенчен çумăр тумлатать ал тупанĕ çине, те манăн эс тĕкĕнме хăйман хĕрлĕхпе тулса ларнă вĕри куççуль ку???
Тата тепĕр каç çÿл тÿпери çут çăлтăрăн яланлăхах сÿнчĕ… Пин-пин хĕвел патĕнчен çĕр еннелле пĕччен шуса анакан йăлтăркка çутă евĕр. Ара, çăлтăрсем çеçкесем çурма пуçламанччĕ-и-ха çак каç??? Тен, туйăнчĕ анчах???
Таçталла хальччен пĕлмен палламан инçетлĕхе илсе каякан сукмак выртмасчĕ-и-ха куç умĕнче çак каç??? Икĕ енĕпе вара тÿпенелле кармашакан яштак хырсем марччĕ-им???
…Тин çеç çÿллĕ ту хыçне пытаннăччĕ-çке сар хĕвел... Ак каллех вăл куç умĕнче, тÿпе тăррине çитме васкать…
Кунпа ире çылăха кĕртсе (е çылăхран тасатса??? ара эсĕ мана тĕкĕнмерĕн вĕт çак асамлă каç) пĕрлештерекенни марччĕ-и ара çак каç???
… Çаплипех таврăнми çухалаççĕ пуш-пушă каçăмсем пĕр-пĕрин хыççăн кун-çулăмран.
Санпа-и, сансăр-и???
Ĕнер-и, паян-и, ыран-и???
Ăçта-ши эсĕ???
Кампа-ши эсĕ???

 

МАНĂÇМИ ТУТЛĂ КАÇ
МАНĂÇМИ ТУТЛĂ КАÇ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: