Александр Григорьев
Çу кунĕсем те хăвăрт иртсе кайрĕç, кĕр кунĕсем пуçланаççĕ. Хулари паркри сукмакĕпе пынă май пĕр вăтам çулхи арçынна асăрхарăм, сылтăм аллине икĕ-виçĕ сарăха пуçланă чечек тытнăскер юрă ĕнĕрлесе пырать:
Татрăм, татрăм сар чечек
Ывăç тулли пулмарĕ.
Шăрçаларăм сăввăма
Пичетлесси пулмарĕ.
Ара ку хăйне сăвăç тесе шутлакан Хуратул Петĕрĕ çке, палласа илтĕм ăна. Алă патăм Сăввине вуласа пама ыйтсан вăл хаваспах килĕшрĕ.
Кĕтÿрен килет шур сурăх
Йăмăк ăсрĕ тутлă турăх
Турăх пачĕ сурăха
Сурăх ĕçрĕ турăха
-Сăвви паллах юрату çинчен мар, çавăнпа пичете ямарĕç пулĕ-ха, -тесе лăплантартăм Хуратула.
Паркпа пынă май тепĕр палланă çынна тĕл пултăм. Пенсие 13 çул каяллах тухнă Сариван халĕ те заводрах çанă тавăрсах вăй хурать иккен.
-Директор пĕр совещанирен килчĕ те пире пенсионерсене икĕ хыпар пĕлтерчĕ, пĕри япăххи, тепри лайăххи ,-терĕ хайхи куларах. -Малтан япăххине пĕлтерсем, кайран лайăххине, - шавларĕç пухăннисем.
-Ĕçлекен пенсионерсене пенси хăпартса памаççĕ иккен. Куна илтсен хаш та хаш сывларĕç ветерансем.
-Лайăххи мĕн-ши вара, - ыйтмасăр чăтаймарĕç ватăсем пуçлăхран.
-Сире малашне те ĕçлеме ирĕк параççĕ, чару çук. Куншăн савăнмалла анчах, - пĕлтерчĕ савăнăçлă хыпарне пуçлăх.
Вăхăт шăвать, пурнăçра улшăнусем пулсах тăраççĕ. Акă юратнă çĕршыв Европăран аяккарах та аяккарах пăрăнма тăрăшать, халĕ Китайпа ытларах пĕр утăмпа утма тăрăшмалла имĕш. Манпа кÿршĕре пурăнакан мăшăр халĕ тăрăшсах китай чĕлхине вĕренме тытăннă. Эпир вĕт чăвашсем пĕр-пĕринпе калаçнă чух чăвашла та вырăсла перкелешетпĕр, кусем те хайхи чăвашла та китайла сăмахлаççĕ. Пĕррехинче вĕсем мĕн калаçнине итлесе тăтăм:
-Чай пар мань, - терĕ хайхи упăшки мăшăрне.
-Ай вай-вай, чай ĕнер ĕçнĕ, паян шыв сып вань,- хуравларĕ арăмĕ.
Вăт çапларах пурăнатпăр, малалла мĕн пуласса анчах пач та пĕлместпĕр.