+28 °С
Облачно


А. Тимбай. Сăвă.
Ултă хĕр те ултă ывăл
Пурăнаççĕ ырă-сывă,
Ват çулталăк ачисем,
Тĕлĕнтермĕш ячĕсем.
Хĕрĕсем кулаççĕ ăшшăн,
Ма хĕпĕртес мар-ха ашшĕн? —
Пурте тăхăннă чечен,
Ĕç тытсан — вăр-вар, ĕçчен.
Пĕрисем акаççĕ тырă,
Теприсен юрри пит ырă:
Янăрать вара вăрман,
Хумханать вара вăрман,
Хумханать ун чух çаран.
Ывăлсем асса кайсассăн
Юрлă тăвăл кассăн-кассăн
Уй-хирте шăлса çÿрет,
Е сив çумăр хÿтерет,
Е шăнтаççĕ шăтăр-шатăр…
Çитĕ вăхăт, ан васкатăр.
Кашниех — хăйне кура.
Çиллисем хăшин кăра.
Çав асамçăсем вун иккĕн
Ват Çулталăкăн-старикĕн.
Ачасем, халь уйрăмшар
Пуринпе те паллашар…