Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
22 Ноябрӗн 2022, 14:35

Тавах сана, анне

Сăвă авторĕ - Наталия Львова. Анне кунне халалласа.

Тавах сана, анне
Тавах сана, анне

Сăвă авторĕ - Наталия Львова
Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,
Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.
Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,
Чечексенчен те эсĕ чи хитри.

Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,
Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.
Санăн хитре, илемлĕ йăл-куллу
Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши.

Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,
Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.
Эп саншăн чунăма пама та хатĕр,
Мухтав сана, анне!..

Тавах сана, анне
Тавах сана, анне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: