Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
25 Ноябрӗн 2022, 14:05

Тав сана, тăван анне

Сăвă авторĕ - Сăкăт Ванькки. Анне кунне халалласа.

Тав сана, тăван анне
Тав сана, тăван анне

Сăвă авторĕ - Сăкăт Ванькки.
Тав сана, тăван анне,
Ырлăх куртăмăр санне —
Хăв çимесĕр хăш чухне
Çитерсе ачусене.

Тав сана, тăван анне,
Юрату сан кашнине:
Хĕвел пек ăшшăн пăхса
Кунĕн-çĕрĕн йăпатса.

Тав сана, тăван анне,
Çук манма каланине:
Ăшă-çутă Хĕвелре,
Ырă — хаксăр аннере.

Тав сана, тăван анне,
Çитĕннĕ ачусене
Эс пăхан сăпкари пек,
Хăв шыран пирте тĕрек.

Тав сана, тăван анне,
Пирĕншĕн эс чăн парне.
Çакă çутă Тенчере
Пĕр — Хĕвел, анне — пĕрре.

Тав сана, тăван анне,
Вăхăт иртрĕ. Сив çилпе
Евĕр тайăлнă пӳпе
Парăнмастăн чир-чĕре.

Тав сана, тăван анне,
Хăв çуратнă «чĕпсене»
Эс вĕçтертĕн инçете
Сывлăх, ăнăç пиллесе.

Тав сана, тăван анне,
Ачусен ачисене
Халь кĕтетĕн эс киле
Хаклă аттепе пĕрле.
Чи çутă çăлтăр

Тав сана, тăван анне
Тав сана, тăван анне
Автор:
Читайте нас: