Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
30 Ноябрӗн 2022, 15:20

Хӗлле.

Г. Орлов. Сăвă.

Хӗлле.
Хӗлле.

Г. Орлов
Ытла, ытла та йӑлӑхтарчӗ
йӗпе-сапаллӑ кӗркунне.
Ҫапах сисмен ҫӗртен хӗл ларчӗ,
йӑлтах ҫӗнетрӗ ҫӗр тумне.
Йывӑҫ ҫине - хыҫне, умне те -
пасран вӑл ҫакрӗ шӳлкеме,
тач хупӑ чӳрече куҫне те
ир-каҫ пуҫларӗ тӗрлеме.
Сип-симӗс уй-хире пӗркерӗ
таса та кӑпӑшка юрпа —
калча валли ҫӗлерӗ кӗрӗк,
тул туртрӗ шурӑ пуставпа.
Кунта та ӑшӑ пултӑр тенӗн,
вӑл кантӑк лартрӗ ҫырмана,
касса хӑварчӗ пӗчӗк тӗнӗ
тӗл-тӗллӗн пулӑшӑн кӑна…

Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.

Хӗлле.
Хӗлле.
Хӗлле.
Автор:
Читайте нас: