Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
29 Декабрӗн 2022, 14:35

Ёлка вӑййи

Николай Ишентей. Сăвă.

Ёлка вӑййи
Ёлка вӑййи

Николай Ишентей. Сăвă.
Пакша ҫури пӑлтӑртӑк!
Турат ҫинчен кӑлтӑртӑк!
Хӑвӑлсенче ӳсекен,
Вӗҫнӗ пекех сикекен.
— Пакша ҫури, тух кунта!
Мулкач ҫури мӑкӑлтӑк!
Ик урипе тӑкӑлтӑк!
Лапчӑнайса ҫывракан,
Хӑпӑл-хапӑл тӑракан.
— Мулкач ҫури, тух кунта!
Кашкӑр ҫури капӑртак!
Тӑват ури тапӑртак!
Путек-сурӑх тытакан,
Хӗл каҫипе чупакан.
— Кашкӑр ҫури, тух кунта!

 

Ёлка вӑййи
Ёлка вӑййи
Ёлка вӑййи
Автор:
Читайте нас: