+1 °С
Пӗлӗтлӗ
С. Асамат. Сăвă.
Ҫулталӑк иртрӗ.
Пуҫӑма тайса – иртнӗ ҫула,
Килсе кайнишӗн тав тӑватӑп.
Кайри мала пулаймӗ – ал сулатӑп.
Ҫӗнӗ ҫулталӑк алӑкран шаккать,
Ун тавралла – мӗнпур ҫӗнни, ырри
Ярпайланса карталанса юрлать.
Эпӗ – карта варне тӑрса,
Эрешлӗ каравайпала,
Шерпет тултарнӑ алтӑрпа.
Кӑҫал килес кашни куна
Саламласа чунтан сӑйлатӑп.
Ман кучченеҫӗм вӗсене
Чӑнах килӗшессе шанатӑп.
Салам-алик! Тӑванӑмсем, тавсси!
Ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн килесси –
Ырӑ кӑна пулинччӗ – пуласси,
Ырӑ кӑна пулинччӗ – курасси.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.