Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
11 Кӑрлач 2023, 17:05

Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн

Николай Ишентей. Сăвă.

Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн
Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн

Николай Ишентей. Сăвă.
Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн
Чаршавӗ сирӗлет,
Каллех юратнӑ халӑхӑн
Телей шевли ҫиҫет.
Пӗри ватта, тен, сулӑннӑ,
Тепри - вун саккӑрта,
Чи пӗчӗкки те сулӑмлӑн
Таплаттарать малта.
Хитре пуласлӑх алӑкӗ
Каяс ҫула уҫать.
Ҫултан юлмасть-ха халӑхӑм,
Ырра шансан - пурнать.

Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн
Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн
Каллех кун-ҫул каҫалӑкӗн
Автор:
Читайте нас: