+1 °С
Пӗлӗтлӗ
А. Кӑлкан. Сăвă.
Упа ҫури — утаман
ик урапа утакан,
кахалланса ан лар-ха,
паян Ҫӗнӗ ҫул вӗт-ха.
Шурă мулкач, эсӗ те
сивӗ тесе ан тӑр тек.
Атьӑр, манпа ёлкӑна
пирен шкула хӑнана.
Юрлӑпӑр та ташлӑпӑр,
теттесем те илӗпӗр,
канфетсем те ҫийӗпӗр.