+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Култараççĕ😅😅😅
- Эрех-сăрапа пирус сиенĕ пирки нумай вуласа пĕлнĕ хыççăн Çĕнĕ çултан пăрахма шухăшларăм.
- Хăшне: туртма е ĕçме?
- Вулама.
😅😅😅
Пӗр арҫын ҫанталӑк прогнозне итлет. Лере «Ҫӗпӗрте 45 градус сивӗ» теҫҫӗ. Ку ӗненмесӗр юлташӗ патне Ҫӗпӗре шӑнкӑравлать:
- Итле-ха, унта сирӗн шартлама сивӗ теҫҫӗ, тӗрӗс-и?
- Ҫук, - 20, - 25 кӑна.
- Ҫапла-и? Радиопа 45 градус сивӗ терӗҫ те...
- Э-э-э... Вӑл урамри пирки-тӗр!
😅😅😅