0 °С
Пӗлӗтлӗ
Сăвă авторĕ – Алина_Николаева
Шартлама сивӗре урамсем те пушах:
Курӑнмасть Хураҫка, курӑнмасть шур кушак.
Витери ӗнесем мӑшлатса выртнӑран
Стенасем шап-шурах пас тытса лартнӑран.
Кайӑксем ушкӑнпа сырӑшсем шыраса
Пӑр-р! вӗҫеҫҫӗ часрах ҫурт тӗлне ҫывӑха.
Ҫут ҫанталӑк пулать хӑш чухне пит кӑра,
Ҫавӑнпа хамӑра тытмаллах алӑра.
Пӗтерме парар мар чыс-хисеп тенине,
Чӑнлӑхпа ыррине пуррине ӗненер.
Шартлама шарт! тӑвать сиввипе юнаса,
Усаллийӗ ан кайтӑрччӗ тек хунаса...
Шухӑшпа эп ҫӗрле тем ҫине те ҫитеп,
Сивӗре сас каять инҫете-инҫете...
Урари шур ҫӑмат кӑчӑрт-кӑчӑрт тӑвать,
Шартлама кӗввине манӑн чун кӑмӑллать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Олеся Андреева.