+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Петĕр Ялгир | Шӳтлĕ сăвă.
Эп кĕтĕм шавлă пасара
Çĕн çĕлĕк туянас шутпа.
— Туян-ха. Йӳнетсе парап, —
Пĕри васкать вăр-вар сутма.
Эпир ытла та пуян маар
Йӳн япала, ай, туянма.
«Йӳнни йӳнеçтерет» тесе
Калаççĕ пирĕн ентешсем.
Илесшĕн пултăм эп часрах
Костюм палланă сутăçран.
— Парап 100 тенкĕ чакарса, —
Манпа пуплерĕ туслăран.
Атă-пушмак ăстийĕнчен
Шутларăм туянма пушмак.
— Эп йӳнетсе вунă процент
Шутларăм, тет, сана сутма.
Сăнÿкерчĕкĕ: https://yandex.ru/images