+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Мария Волкова. Сăвă.
Сăнран эпир шур ӳтлĕ-и е хăмăр —
Кăвак тӳпе пуриншĕн те пĕр пек.
Тăванлатать пире пĕр шухăш-кăмăл:
— Мир пултăр! — тетпĕр тĕрлĕ чĕлхепе.
Эпир хăмла е виноград чĕртетпĕр,
Шавлаççĕ шыв пек тулăх уй-хирсем.
Паха кавир, хитре сатин тĕртетпĕр,
Çĕн самана тĕррисене илсе.
Эпир çĕршыв чĕнсен хăюлланатпăр,
Кăвак тӳпен сенкер уçлăхĕнче
Ун хăватне, чысне вăй-хал хушатпăр,
Пире савса сăнать мĕнпур тĕнче.
Пуçра пĕрин сомбреро, теприн — тутăр,
Ĕмĕтсенче пурин те пĕр тĕллев:
Тĕнче хĕн-хурлă, вăрçăллă ан пултăр,
Упрантăр çынлăх, туслăхпа телей.
https://vk.com/chun_poezi_proza