Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тăван ен

Светлана Яруткина. Сăвă.

Тăван ен
Тăван ен

Светлана Яруткина. Сăвă.

Пурнăçпа тан пыран тăван ен
Куллен-кун вăй илcе çĕкленет.
Шурăм пуç çĕнĕ кун килтерет,
Таврана çĕкленÿлĕх кÿрет.

Сар хĕвел шевлипе тăван ен
Çут тĕллевлĕ ĕçе пикенет.
Çынсенче ĕç хăвачĕ вĕрет,
Чунсенче юрату хĕмленет.

Куç тулли ытарми тăван ен,
Илемпе чун-чĕре хĕпĕртет.
Çуркунне чечекпе пĕркенет,
Кĕркунне тырă-пул чÿхенет.

Сив çăл куçăн шывне тăван ен
Хаваспах ас тивме хĕтĕртет.
Тăван çĕрĕн сĕткенĕ сиплет,
Вăй-хăват çунатне пехиллет.

Парнелет кун-çула тăван ен,
Йăх тымарĕ шала çул йĕрлет.
Çĕрĕм-шывăмăр ырлăх пиллет,
Чыс-хисеплĕ ятпа сум кĕртет.
https://vk.com/id590393927

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.

 

Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Тăван ен
Автор:
Читайте нас: