Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
3 Августӑн , 11:39

Пӗчӗк савнисем

Тӳпе Юркки. Сăвă.  

Пӗчӗк савнисем
Пӗчӗк савнисем
Тӳпе Юркки. Сăвă.
 
Эс юратнӑ чечек пахчара -
Тӗрлӗ тӗслӗ хитре лилисем.
Пӗрле пулма пире тем чарать:
Эп кӗтетӗп - тархасшăн, килсем.
 
Лилисем, лилисем - савни пек,
Пит илемлӗ куллийӗ вӗсен.
Калаҫса хускалаҫҫӗ сан пек -
Пит аван чечек чунне кӗрсен.
 
Эп сире ҫупӑрлап юратса,
Тав туса шӑварап кунсерен.
Вӗсен ҫутӑ куҫҫульне курса,
Хамӑнне те шӑлап ирсерен.
 
Лилисем, лилисем, лилисем -
Пахча тулли пӗчӗк савнисем.
Килейместӗн пулсан - ан килсем:
Пӗрлех пулӗҫ ҫавах чӗресем.
 
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: архивран.
Пӗчӗк савнисем
Пӗчӗк савнисем
Пӗчӗк савнисем
Пӗчӗк савнисем
Пӗчӗк савнисем
Автор:
Читайте нас: