Çутă çул
+30 °С
Облачно
Литература кĕтесĕ
7 Января 2025, 04:26

Чан сасси

Марина Иванова. Сăвă.

Чан сассиЧан сасси
Чан сасси

 

Марина Иванова, Шупашкар хули. Сăвă.

Чан сассийӗ каять ял-ял ҫийӗн,
Ангелсем вӗҫеҫ тейӗн ҫӳле.
Шурӑ кайӑк ҫунат сарнӑ евӗр,
Ҫӳлти Турӑ парать хӳтлӗхне.

Чунсене тасатса ун кӗввийӗ
Сарӑлать пӗтӗм ял таврашне.
Турӑ ҫурчӗн асамлӑх ҫутийӗ
Чӗрене кӳретех сиплӗхне.

Пӗлӗте тинкеретпӗр чӗнӳллӗн,
Йӑлӑнатпӑр Турра кӗлӗпе.
Чан сассин хӑватне туйнӑҫемӗн,
Ӑш тулать туллиех телейпе.

https://vk.com/id562794962

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Олеся Андреева.

Чан сасси
Чан сасси
Чан сасси
Автор:
Читайте нас