-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Влад Апаш. Сăвă.
Чи хитре сӑмахсене
Пӗр ҫӗре пухасчӗ,
Пуҫӑмри шухӑшсене
Чӗререн каласчӗ,
Ирхи кайӑх юррине
Вӑхӑтра итлесчӗ,
Пин-пин саслӑ вӑрманне
Ман ҫитсе курасчӗ,
Ҫулҫӑ вӗҫнӗ самантне
Кӑшт тытса чарасчӗ,
Кӗрхи чечек пуххине
Ӑшшӑн парнелесчӗ,
Шурӑ юрӗ ҫунине
Кирлӗ пек йышнасчӗ,
Сарӑ хӗвел куллине
Асӑмрах тытасчӗ,
Ҫутҫанталӑк асамне
Тав туса пурнасчӗ.
https://vk.com/vlad_apach
Сăнÿкерчĕкĕсем: