Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
23 Нарӑсӑн , 09:47

Салтака

Марина Иванова. Сăвă.

Салтака
Салтака

Марина Иванова, Шупашкар хули.

(пехил сӑмахӗ)

Ачалӑх вӗҫленчӗ. Хӗрӳ яшлӑхра
Ҫар речӗ чӗнет ҫӗр-шыва сыхлама.
Салтак юррипе тунсӑх сӗмӗ чунра,
Пехил сӑмахне ҫитерер пулӑшма.

Хӗсмет ырламасть айванпа вӑйсӑра,
Ҫӗр-шыв тивӗҫне хӳтӗле паттӑрла!
Мала талпӑнма пуҫтарса хӑватна
Ҫунат кунран-кун эс хушсам кӑйкӑрла!

Хӑюллӑ салтак сан юратнӑ аҫу,
Малти ретсенчен пӑрӑнман аслаҫу.
Нимрен хӑрамасӑр кукку, кукаҫу
Патваррӑн сыхланӑ ҫӗре хӗлпе ҫу.

Турра кӗл туса упрама сывлӑхна,
Аннӳ йӑлӑнать куҫҫульне тумлатса.
Ҫӗрле та курать тӗлӗкре сан сӑнна,
Инкек-синкекрен хӑтарать сыхласа.

Сунатпӑр чыспа салтакран таврӑнма,
Мӑнаҫлӑн ҫеҫ утӑн ун чух урампа.
Яш пӳллӗ качча хӗрӗсем тус пулма
Сӗнсе алӑ сулӗҫ хавас туйӑмпа.

Тӑван кил ӑшшийӗ ҫӳретӗр ҫумра,
Ан ман аҫупа аннӳне тав тума.
Пиччӳ-аппусем, хурӑнташ шанчӑкпа
Сыв-чӗрӗ кӗтеҫҫӗ сана ялунта.

https://vk.com/id562794962

 

 

Салтака
Салтака
Автор:
Читайте нас: