Марина Иванова, Шупашкар хули.
Ҫӗн куна кӑмӑлпа пуҫлама ан ӳркен,
Тутлӑ кофе ӗҫме, пурнӑҫпа киленме.
Ҫумӑнти ҫын валли ӑш сӑмах ан хӗрхен,
Туйӑмна пытармасӑр ӑна пӗлтерме.
Вӑхӑта кирлӗ пек ус курма эс вӗрен,
Йывӑр туйӑм килсен вӑй ҫитер вӗҫертме.
Вак-тӗвек, кирлӗ мар шухӑшран сирӗлсен
Пулатех лӑпланма та чуна сиплеме.
Килӗшмен япала е ҫынна ан илен,
Вӗсенчен уссине пач илме ҫук пекех.
Кӑмӑла уҫмалли ӗҫсемпе тӗреклен,
Ҫавӑнтан пурнӑҫ вӑйӗ килет пӗтӗмпех.
Кил-ҫурта илемпе тултарма ӗмӗтлен,
Чун-чӗре ӑшшине парнеле ҫемьене.
Питӳнте ҫиҫтӗрех ҫемҫе кулӑ куллен
Ҫут шевле вӑй вылянӑн савса тӗнчене.
Сăнÿкерчĕкĕ: Иван Григорьев.