М. Иванова, Шупашкар хули.
Тӑхта пӗр самантлӑх, ан чуп ӳкесле,
Мӗскер васкатать-ши ҫитме ҫӗр ҫӗре?
Пӗр пуйӑсӗ кайӗ, тепри килетех,
Пурне те тытаймӑн чарса пурпӗрех.
Чӗнет вӑранма ирхи шуҫӑм ҫути,
Ҫӗн кунӑн парни - пылак пурнӑҫ тути.
Итле киленсе кайӑксен сассине,
Сип-симӗс вӑрманӑн асамлӑ вӑйне.
Ҫап-ҫутӑ тӳпе мамӑк евӗр таса,
Тӑрсамччӗ ӑна лӑпкӑн ҫеҫ сӑнаса.
Канма пӗр минут хуть е иккӗ ытла
Тупсам вӑхӑтна хулленреххӗн утма.
Тем пек ан ӗҫле вӑй-халтан хӑшкӑлса,
Тӗнче хӗррине ҫитес ҫук васкаса.
Сехечӗ шӑвать малалла та мала,
Пӗр пӗчӗк ҫеккунт та килмест каялла.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.