Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
22 Июнӗн , 10:10

Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...

Марина Иванова, Шупашкар хули. Сăвă.

Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...

 

Марина Иванова, Шупашкар хули. Сăвă.

Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ,
Вӑхӑтлӑха ҫеҫ пӗчӗккӗ пуласчӗ.
Шухӑшсӑрах вылясчӗ, савӑнасчӗ,
Ура ҫӗре тивмен пекех чупасчӗ.
 
Пӗрре кӑна ачалӑха ҫитсе килесчӗ,
Шыв сирпӗтсе Пӑла тӑрӑх ҫӳресчӗ.
Кун каҫипе типесчӗ, йӗпенесчӗ,
Хӗвел ҫинче ачашшӑн хӗртӗнесчӗ.
 
Пӗрре кӑна ачалӑха куҫран пӑхасчӗ,
Ҫу каҫипе колхоз уйне тухасчӗ.
Ҫӗре савса ҫумласчӗ, тасатасчӗ,
Улӑм купи ҫине выртса канасчӗ.
 
Пӗрре кӑна ачалӑха туйса утасчӗ,
Алран тытса асаннепе пырасчӗ.
Ун сӑмахне итлесчӗ, тӑнкарасчӗ,
Вӗрентнине пуҫа кӗртсе хурасчӗ.
 
Пӗрре кӑна ачалӑхпа ҫывӑхланасчӗ,
Ҫерем ҫинче хур-кӑвакал пӑхасчӗ.
Салтак тӳмми татасчӗ, пуҫтарасчӗ,
Хитре чечек ҫыххи тӑвасчӗ.
 
Пӗрре кӑна...
 
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Иван Григорьев.
 
 
 
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Пӗрре кӑна ачалӑха кайса курасчӗ...
Автор:
Читайте нас