М.Иванова, Шупашкар хули.
Тӑвансемпе пуҫтарӑнса
савӑнас килет.
Кӗрекере пӗрле ларса
юр юрлас килет.
Тӑван пиҫнӗ тӑварпа -
Уйрӑм пулас ҫук.
Туянаймӑн ҫӗр сумпа -
Пахараххи ҫук.
Пӗртӑвансем пӗрле чухне
ҫеҫкере чӗре.
Ах мӗн-ма-ши уйрӑлмалла
тунӑ-ши пире?
Атте-анне ҫунат парса
вӗҫтернӗ инҫе,
Малтан-мала такӑр ҫула
янӑ пиллесе.
Пӗчӗкренпе пӗрле уснӗ
аппа-пиччесем.
Пуршӑн-ҫукшӑн хӗпӗртенӗ
телей ҫутисем.
Юнашар ялан пуласчӗ
ӗмӗр тӑршшӗпе.
Ҫут пуласлӑха шанасчӗ
Пил хӑвачӗпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.