Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
30 Октябрӗн , 11:54

Хисеплӗр кашнинех

Марина Иванова. Шупашкар хули. Сăвă.

Хисеплӗр кашнинех
Хисеплӗр кашнинех
Марина Иванова. Шупашкар хули.
 
Этем ҫине ан пӑхӑр кураймасӑр,
Нихҫан та ан калаҫӑр питлесе!
Е чухӑн вӑл, е халсӑр, е укҫасӑр,
Ан пӑхӑр куҫ хӗррийӗн йӗрӗнсе!
 
Ун пеккисем те ҫынпа тан пурнасшӑн -
"Пысӑк чӗреллӗ" хӑйсене кура.
Анчах шӑпа! Шӑпа хуҫа пуласшӑн,
Хӑй майлӑн тикӗслет утан ҫула.
 
Шӑпа хамӑртанах килет тееҫҫӗ,
Тӗпрен, кунпа та килӗшес килмест.
Мӗн-ма эппин ҫак самана хӑвачӗ
Этем чунне пӗрре те хӗрхенмест?!
 
Пӗри ӳкет халран кайса мӑнтарӑн,
Тепри чирпе сӳнет пит хӑвӑртах.
Виҫҫӗмӗшне инкек килсе ҫапсассӑн
Суран ҫӗвви тӳрленеймест пачах.
 
Эрех те илӗртмест ҫынна ахальлӗн,
Ахаль арпаштармасть вӑл ӑс-тӑна.
Ҫук ҫын ҫеҫ мар, пурри те темшӗн
Ӗҫке ерсе пӗтет хӑвӑртлӑхпа.
 
Хӑват пулсанччӗ ҫынна ҫын туймашкӑн,
Ыр кӑмӑл, ыр сӑмах, ыр ӗҫ кирлех.
Пӗр-пӗринче телей ҫути курмашкăн -
Хисеплӗр те юратӑр кашнинех.
 
 
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Иван Григорьев.
Хисеплӗр кашнинех
Хисеплӗр кашнинех
Автор:
Читайте нас