Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Лонгрид
20 Октябрӗн 2021, 14:15

Ҫырав итогӗсем тăрăх ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса параҫҫӗ

Ҫырав итогӗсене 2022 ҫулхи январьте пӗлӗҫ.

Ҫырав итогӗсем тăрăх ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса параҫҫӗ
Ҫырав итогӗсем тăрăх ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса параҫҫӗ

 

Ҫырав итогӗсене 2022 ҫулхи январьте пӗлӗҫ. Патшалӑха ҫак цифрӑсем пурне те бюджет, территорисене аталантармалли программӑсем, ҫӗнӗ предприятисем, газопроводсем, электропередача линийӗсем тума кирлӗ. Сӑмахран, темиҫе ҫӗрти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пӗчӗк ачасемлĕ ҫемье нумай. Ҫакӑ вӑл кӗҫех унта ача сачӗ кӑна мар, шкул та туса лартмаллине пӗлтерет. Унта та, кунта та нумай ҫын вахта меслечӗпе ӗҫлесе илет пулсан, ӗҫ вырӑнӗсене уҫмалла.

Сӑмахран, иртнӗ ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ялта халӑх шучĕ чакнин ыйтăвĕ уҫӑлчӗ. Ҫавна пула ялта пурнӑҫ шайне ӳстермелли нумай программа — "Земство тухтăрĕ", ФАПсене юсасси, ял ипотеки, газификаци вӑйлатмалли тата ытти те ҫуралчӗ.

 

Акӑ тата темиҫе интереслӗ пӗтӗмлетӳ. Пӗтӗм Раҫҫей халӑх 2010 ҫулхи ҫырав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Пушкӑртстанра:

  • 4 072 292 ҫын пурӑннӑ. Ку вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑн тата ҫӗршыври пур регион хушшинче ҫиччӗмӗш вырӑн.

 

  • Халӑхӑн 60,4 проценчӗ хуласенче, 39,6% ялсенче пурӑнать.

 

  • Вӑтам ÿсĕм ҫулĕ 37,9 ҫул (2002 ҫ. — 36,4 ҫул).

 

  • Ӗҫлеме пултаракан ҫулсенчи ҫынсем – 61,6% (2,5 млн), ӗҫ ҫулӗнчен аслӑрах — 20,2% (0,8 млн), ачасемпе ҫамрӑксем 18,2% (0,74 млн).

 

  • 1000 арҫын пуçне 1139 хӗрарӑм тивет.

 

  • 89,3% республикӑра ҫуралнӑ, 10,7% Пушкӑртстан тулашӗнче, ҫав шутра ытти регионсенче 275 пин, 150 пин совет республикисен территорийӗнче тата пилӗк пин — тӗнчери ытти ҫӗршывсенче ҫуралнӑ.

 

  • Халӑхӑн 97,4 проценчӗ пӗр хваттерлӗ е нумай хваттерлӗ ҫуртсенче, 2,5% — общежитисенче, 0,1% — ытти пурӑнмалли пӳлӗмсенче пурӑнать.

 

  • Ҫынсен 48,4 проценчӗ 1971—1995 ҫулсенчи ҫуртсенче, 25% — 1957-1970 г, 17,6% — юлашки 15 ҫул каярах тунӑ ҫуртсенче пурӑнать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕк çинче: Пишпÿлекри Лира Михайловна Алексеева çырав пунктĕнче ыйтусене хуравларĕ.

Сăнÿкерчекĕ: Карина ПАВЛОВА.

Ҫырав итогӗсем тăрăх ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса параҫҫӗ
Ҫырав итогӗсем тăрăх ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса параҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: