Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Китайри «Аньхой жибао» хаçатра Пушкăртстан çинчен çырнă

Китайри Аньхой провинцинче тухакан хаçатра Пушкăртстанри туризм уйрăмлăхĕсем çинчен статья пичетлесе кăларнă

"Республика Башкортостан" хаçат журналисчĕсем хатĕрленĕ материалта Поднебесная çыннисене сывлăха тереклетмелли тата чаплă канмалли Раççейри чи лайăх вырăнсенчен пĕри мĕншĕн шăпах Пушкăртстан пулни пирки çырса кăтартнă.
Халĕ Китайра пурăнакансем те кăмăспа сипленесси, «Янган-Тау» курорт, апитерапи çинчен тата ытти чылай япалана пĕлеççĕ.
Хаçатра Пушкăртстан çинчен тата темиçе статья тухасси пирки калаçса татăлнă.
Сăмах май каласан, «Аньхой жибао» тиражĕ 350 пин ытла экземпляр.
Читайте нас: