Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Шупашкарта чăвашсем ăçта кайса кӗнӗ?

«Сувар» хаçат корреспонденчĕ тĕлĕнет: «Ч» саспаллие халалланă Чăваш пичет кунӗнче йӗркелӳçӗсем сценари çырнă чух «ч» саспаллирен пуçланакан сăмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чăваш» сăмаха вара темшӗн маннă, те ăнсăртран, те юри.

Январӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Раççей тата Чăваш пичет кунӗсене паллă тунă. Ытти çулсенчи пекех К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче иртнӗ вăл. Журналистсен çулталăкри ӗçне пӗтӗмлетекен мероприятирен суварçăсем те юлман.
«Чăваш Еншӗн чăвашсем, çаплах чăваш журналистики те, ытти регионсенче çуккине тахçанах хăнăхнă, çавăнпа республика тулашӗнчи чăваш кăларăмӗсем çинчен сăмахпа аса илессе те кӗтместпӗр. Пирӗн тӗллев ӗçтешсене, юлташсене, вӗрентекенсене курасси, чăваш журналистики паян мӗнпе пурăннине пӗлесси.
Мероприяти пуçламăшӗнче хаçатсем çинчен кăтартнă хăйăр графикинче çавăн чухлӗ чăваш саспаллине курсан савăнтăмăр та. Тинех ку уявра чăвашсене тивӗçлӗ тимлӗх уйăраççӗ пек туйăнчӗ. Анчах туйăнчӗ кăна çав, малалла йăлтах яланхилле пулчӗ. Цифра аталанăвӗн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов та, регион Пуçлăхӗпе Михаил Игнатьевпа ытти тухса калаçакансем (Чăваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ В.Комиссаровсăр пуçне) пӗр чăваш сăмахӗ те кăлармарӗç. Калăн, чăваш чӗлхи патшалăх чӗлхи те мар кунта. Чи тӗлӗнмелли — «ч» саспаллие халалланă мероприятин йӗркелӳçисем сценари çырнă чух «ч» саспаллирен пуçланакан сăмахсен йышне, «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чăваш» сăмаха вара темшӗн маннă, те ăнсăртран, те юри. Çавăнпа мероприятие ертсе пыракансенчен те, шкул ачисен урамри ыйтăмӗнчи ахаль халăхран та «чăваш» сăмах ăнсăртран та пулин тухса каймарӗ. Чăваш журналистикин кунӗнче те регион ертӳçи тăван чӗлхепе пӗр-икӗ сăмахпа та саламласшăн мар, халăх хăй чăваш пулнине урамра каласшăн мар пулсан, тăвансем, пирӗн халсем чăнах та лайăхах мар. Ку сăмахсене критиклес тесе мар, асатте-асаннесем ӗмӗрсем хушши упранă чӗлхене Шупашкарта паян ним вырăнне хуманнишӗн чӗре ыратнипе çыратăп.
Çапах та уявăн тӗп сăнарӗсем – журналистсем – патне таврăнар-ха. Чăваш Енре регистрациленнӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем паянхи кун пӗтӗмпе 89, вӗсенчен 73-шӗ пичет кăларăмӗсем.
Чăваш журналисчӗсен ӗçне пӗтӗмлетес йăла та кунта ӗнер-паян кăна пуçланман, 40 çула яхăн. Çак вăхăтра 100 ытла çынна, çав шутра «Сувар» хаçата та, чысланă", – çырать Ирина Кузьмина.
«Сувар» хаçат материалĕсем тăрăх.
(Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран).
Читайте нас: