Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Çуралнă куна епле лайăх парне!»

— тет хаçат çырăнаканĕсем хушшинче тĕп парнене выляса илнĕ Айгуль Ахмадишина.  

«Çуралнă куна епле лайăх парне!»
«Çуралнă куна епле лайăх парне!»

2021 çулхи иккĕмĕш çур çула хаçат çыранăкансен парнесен вылявне 265 квитанци хутшанчĕ, эппин, çавăн чухлĕ подписчик квитанци копине ярса панă. Калас пулать, хаçат çырăнакансем Ситекрен, Йăлпăлакран, Михайловкăран, Аитран, Кăркантан, Петровкăран тата ытти ялсенчен чылай пулчĕç. Çапах та тата ытларах пулнă пулсан, аванрах пулĕччĕ.

Тĕп парнесĕр пуçне тата 20 çын парне выляса илчĕ. Вĕсен хушамачĕсене «Светлый путь» хаçатăн 59-мĕш номерĕнче пичетлесе кăларнă.

— Маншăн хаçат питĕ кирлĕ япала тесе шутлатăп. Мĕн çырнине пурне те вулатăп, пурте килĕшет. Килĕшмен пулсан, çапла кашни çул çырăнмăттăм-иç! Пире ăнать! Иртнинче хуняма пысăках мар парне выляса илнĕччĕ, халĕ мана телей пÿрчĕ! Пурне те калас тетĕп, хаçат çырăнăр, унта кашниех хăйне интереслентерекен тема тупатех, — тет Аитра пурăнакан Айгуль . — Манăн июлĕн 25-мĕшĕнче çуралнă кун, эсир мана епле пысăк парне турăр! Çитенÿсем сире, малашне те пире савăнтарар, вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр! Тавтапуç!

Айгуль Пишпÿлеке кашни кун Аитран ĕçе çÿрет, çавăнпа та хаçата альтернативлă меслетпе çырăннă.

Марина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: