Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пӗрле пулнăшăн хавас

Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн коллективĕ яланах районкăна альтернативлӑ меслетпе çырăнса илет.  

Пӗрле пулнăшăн хавас
Пӗрле пулнăшăн хавас

Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн коллективĕ яланах районкăна альтернативлӑ меслетпе çырăнса илет.

"Ҫутӑ ҫул" хаҫата 2022 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫула тата 2022 ҫула пысӑк скидкăпа ҫырăнса илме май пуррине аса илтеретпĕр. Октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен "Раҫҫей Почти" АО почта уйрӑмӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри 2022 ҫул валли ҫырӑну вунăкунлăхĕ иртет. "Ҫутӑ ҫул" хаçата почта уйрӑмӗсенче ҫур ҫула ҫырӑнмалли хакӗ 816 тенкӗ 12 пус.

Пишпÿлекри «Журавушка» ача сачĕн коллективӗ районкăна альтернативлӑ меслетпе ҫырӑнса илет. Унсӑр пуҫне коллектив издательствӑпа туслă çыхăну тытать.

— Пирӗн коллектив ҫулсерен альтернативлӑ меслетпе хаçат çырăнать. Савӑнсах районти мӗнпур ҫӗнӗ хыпарсене вулатпӑр, вӑхӑтран вӑхӑта хамӑр статьясене пичетлетпӗр. Ас тӑватӑп, асаттепе асанне хаҫат ҫырӑнса илетчӗҫ, халӗ атте-анне те, эпӗ те ҫырӑнса илетпӗр. Эпир тӳрех ҫулталӑка çырăнатпăр. Юбилей е уявсенче яланах вӑхӑтра саламлани мана хаҫатра килӗшет. Пирӗн статьясем яланах пичетленни, тимлӗхсӗр юлмани уйрӑмах савӑнтарать, — каласа парать ача сачӗн заведующийӗ Гульфия Камалтдинова.

— Район хаҫачӗ яланах пирӗнпе юнашар пулнӑ, пулать. Шӑпах хаҫат урлӑ юлашки хыпарсене, районти çĕнĕлĕхсем çинчен пӗлӗпӗр. Ҫынсем ҫинчен çырнă статьясем питĕ килӗшеҫҫӗ, вӗсенче пӗлӗшсемпе пӗрле ӗҫлекенсене палласа. Çавăн пекех районти организацисен ертӳҫисемпе интервьюсем вулама кӑсӑклӑ. Хаҫат тĕслĕ форматпа тухсан питĕ аван пулмалла, — теҫҫӗ "Журавушка "ача садӗнче ӗҫлекенсем.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

Пӗрле пулнăшăн хавас
Пӗрле пулнăшăн хавас
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: