Алексеевкӑри (Аит ял совечĕ) педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Николай Александрович Кашлачев) каласа парать:
— Район хаҫачӗпе туслӑх 1976 ҫулта пединститутран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн учительте ӗҫлеме тытӑнсан пуҫланнӑ. Районти мӗнпур хыпарсене пӗлес килетчӗ. Унтан Каминкери вӑтам шкул директорӗнче ҫирӗм ҫул ытла ӗҫленӗ вăхăтра ӗҫтешсен, шкул директорӗсен, район хаҫачӗ ҫыракан педагогсен те ҫитӗнĕвĕсем интереслентеретчӗҫ. Мана колхоз председателӗнче те ӗҫлеме тиврӗ. Ун чухне районти ҫитӗнӳсемпе тата ял хуҫалӑхӗнчи унӑн ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе чӑннипех кӑсӑкланнӑ. Ҫапла вара кашни ҫулах "Ҫутӑ ҫул" хаҫата алӑра тытса вуласси йӑлана кӗчӗ. Кирек мӗнле йӑла та — иккӗмӗш "эпӗ". Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна улӑштармастӑп, ҫитес 2022 ҫула район хаҫатне ҫырӑнса илтĕм. Вулакансене пурне те сывлӑх, ҫитӗнӳсем тата ҫемьери ырлӑх сунатӑп!
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.