Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

"Вулакансем район хаҫатне вуласа савӑнччӑр"

Тĕп парне хӑйӗн телейлӗ хуҫине тупрӗ. Ҫӗвӗ машини Пишпÿлекри Мансур Мазгарович Насрыева лекрӗ.  

"Вулакансем район хаҫатне вуласа савӑнччӑр"
"Вулакансем район хаҫатне вуласа савӑнччӑр"

Тĕп парне хӑйӗн телейлӗ хуҫине тупрӗ. Ҫӗвӗ машини Пишпÿлекри Мансур Мазгарович Насрыева лекрӗ.

— "Ҫутӑ ҫула" нихӑҫан та пӑрахман, хисеплетпӗр редакцие, Пелепейре ӗҫленӗ чухне те, ҫырӑнса илеттӗмӗр. Эпӗ ялан тенӗ пекех пранесем вылятакан çĕре хутшӑнмастӑп, анчах та мӑшӑр пуҫарнипе квитанцие ярса патăмăр. Хаçатри хамӑн юратнӑ рубрикӑсене уйӑрса пама пултараймастӑп, тĕпĕ-йĕрĕпе вулатпӑр. Статьясем интереслӗ те ҫӑмӑллӑн вуланаҫҫӗ, тӗрлӗ жанрсемпе усӑ куратăр. Эсир пурне те мӗнле ӗлкӗрнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ, республика та, район та, конкретлӑ ял хыпарӗсем те пур, тӗлӗнетӗп. Пирӗн аттепе анне тутарла хаҫат ҫырӑнса илетчӗҫ, пирĕн ачасем вырӑсла вулама юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир вырӑсла ҫырӑнатпӑр. Ачасем валли ятарласа хаҫат пухатӑп, вӗсем районти юлашки хыпарсемпе савӑнсах паллашаҫҫӗ. Хам ирӗк пулнӑ пулсан, эпӗ вырӑсла та, тутарла та, чӑвашла та ҫырӑнӑттӑм. Хаҫатран ҫӗнӗ хыпарсем, событисем, саламсем, туссемпе пӗлӗшсен пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлӗпӗр.

Парне выляттарасси пирки пӗлсен мӑшӑр: атя, ярар, терӗ, эпĕ кӑна ӗненместӗп, терӗм. Вӑл ӳкӗте кӗртрӗ те мĕнле пулса тухрĕ.  Тавтапуç! Тираж ӳстӗр кӑна, вулакансем вара пирӗн хаҫата вуласа савӑнччӑр.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ПАВЛОВА.

 

"Вулакансем район хаҫатне вуласа савӑнччӑр"
"Вулакансем район хаҫатне вуласа савӑнччӑр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: